Тӗнче тетелӗ
Раҫҫейре «Раҫҫейри ӗҫ» рекрутинглӑ портал ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ӗҫ тупма пулӑшнипе пӗрлех ӗҫпе тивӗҫтерекене хӑйне кирлӗ специалистсене суйласа илме май паракан сайт. Ӗҫлевпе ҫыхӑннӑ ытти порталпа танлаштарсан унӑн сервисӗпе пурте тӳлевсӗр усӑ кураяҫҫӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтерни тӑрӑх «Хыпар» хаҫат. Сайтра халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен вакансийӗсене кӑна мар, ӗҫ сӗнекенсем панисене те, ҫавӑн пекех вырӑн шырассипе тата суйлассипе ҫыхӑннӑ порталсенчен илнисене те пухнӑ. Унта хӑй пирки резюме е ваканси вырнаҫтарас текен ҫыннӑн ытти сайтпа усӑ курнӑ чухнехи пекех малтан регистрациленмелле. «Раҫҫейри ӗҫ» порталта ваканси сӗнекен регионти предприяти-организаци ӑҫтарах ларнипе, ҫавӑн пекех ача пахчисем, шкулсем, медицина учрежденийӗсем пирки пӗлме май килет, унта интерактивлӑ карта та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
Валентина Яковлевӑн сайчӗ Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа эпир «Шурӑ сӑнӑ» ӑмӑрту ирттеретпӗр. Ун пирки тахҫанах пӗлтерсе пулин те чӑвашла сайтсем тӑратакансем ҫуккипе пӗрех. Хальлӗхе пирӗн конкурса пӗр ӗҫ кӑна ярса панӑ — ку вӑл Валентина Яковлевӑн сайчӗ. Валентина Петровна Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Унӑн ӗҫ стажӗ 30 ҫул яхӑн. Сайтра эсир вӗрентекен пирки пӗлме, ачасен ӗҫӗсемпе тата методика кӑтартӑвӗсемпе паллашма пултаратӑр. Унтах «Чун валли» кӗтес тата сӑнӳкерчӗксен пайӗ пур. Валентина Петровна хӑйӗн сайтӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем валли усӑллӑ каҫӑсем те пухнӑ. «Шурӑ сӑнӑ» конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тӑван халӑх культурипе кӑсӑклантарас, комьютерпа ӗҫлес ӑсталӑха аталантарас, чӑвашлӑх анлӑхне пысӑклатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Заявкӑсене йышӑнас тапхӑр ҫурлан 3-мӗшӗнче вӗҫленет. Парнесен фондне те йӗркелесшӗн — пӗтӗмӗшле палӑртнӑ 35 пинрен паянхи кун тӗлне ӑна 24 пине ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
Малашне куҫман пурлӑха тӗнче тетелӗ урлӑ та ҫыртарма пулать. Ку регистраци ӗҫне ҫӑмӑллатаса шанаҫҫӗ. Кун пирки ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ЧР Росреестрӑн сайтӗнче пӗлтернӗ. Пӗрремӗш тапхӑрта «Сервис» ведомство порталӗнче Мускавра тата унӑн ҫывӑхӗнчи куҫман пурлӑх докуменчӗсене ҫеҫ пама май пулнӑ. Халӗ кунпа Раҫҫейӗпех усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен те. 2013 ҫулта электронлӑ майпа кадастр учечӗн пулӑшӑвӗн 19 процентне панӑ. 2014 ҫулта ку кӑтарту 28 процентпа танлашнӑ. 2019 ҫул тӗлне Росреестр электрон майпа патшалӑх пулӑшӑвӗн 70 процентне пама палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
Чӑваш Енре Android валли ятарлӑ приложени хута янӑ. Вӑл юн паракансем валли. Ку вӗсене юн памалли графика тӗрӗс палӑртма, юн илекен станцисен списокне пӗлме, реципиентсем пирки информаци пӗлме май парать. Приложение «Донор юнӗ пурнӑҫ парнелет» проектпа килӗшӳллӗн хута янӑ. Проекта республикӑри ҫамрӑксен «Студентсен канашӗ» общество организацийӗ пурнӑҫа кӗртет. "Donor Info" приложение Android операци системи ҫумӗнче йӗркеленӗ. Приложени пулӑшнипе юн, анализ памалли графика йӗркелеме пулать. Унта профиль пур. Унта приложенипе усӑ куракан донор регистрациленме пултарать. Ҫавӑн пекех донорлӑх ҫинчен информаци, юн илекен станцисен списокӗ, вӗсен телефон номерӗсем пур. Кунсӑр пуҫне приложенире заявка хӑварма (кама пулӑшу кирлӗ) пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
Халӑх тетелӗнче ларакансем тата электрон ҫыру, мессенджер (Агент.Mail.ru, ICQ) урлӑ тата блог-платформӑсенче пӗр-пӗрин патне мӗн шӑрҫаланине вулама пуҫлӗ. Кун пек ирӗке асӑннӑ ведомствӑна РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев кӑларнӑ йышӑнупа панӑ. Ҫак йышӑнӑва Раҫҫей ҫыннисене терроризмран хӳтӗлес тӗллевпе йышӑннӑ пулать. Ҫӗршывӑн Правительствин йышӑнӑвӗ Роскомнадзора ҫынсем пӗр-пӗринпе мӗн пирки сӑмахланнине пӗлсе тӑма ҫул уҫӗ. Информацие саракан ресурсӗсене те хайхин пӑхса тӑма тата сӑнама ирӗк пулӗ. Ҫапах та тӗрӗслеве Роскомнадзор правӑна сыхлакан органсем ыйтсан кӑна ирттерейӗ. Мӗн ҫырнине икӗ хутчен тӗрӗслеме палӑртаҫҫӗ. Иккӗмӗш хутне – 60 кун иртсен тепре. Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем ку ҫӗнӗлӗх тивӗҫтерменни пирки официаллӑ протокол хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Вӗсен шучӗпе вӑрттӑнлӑхра пулмалли информаци тепӗр ҫын аллине ним мар лекме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
Кӑҫал Чаваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти иртет. Чӑвашсен паллӑ поэтне Константин Васильевича хисеплесе республикӑн кашни кӗтесӗнче унӑн сӑввисем янӑраҫҫӗ. Чӑваш Енри район хулара кӑна мар, тӗнче тетелӗнче те Константин Иванов сӑввисем янӑрама пуҫлӗҫ. Мӗнле майпа? К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче тӗнче тетелӗнчи #1день1стихИванова проект старт илнӗ. Ҫапла майпа К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн халӑх тетелӗнчи официаллӑ страницинче чӑвашсен паллӑ поэчӗн сӑввисем пичетленӗҫ. Проектпа килӗшӳллӗн ҫынсем унта Константин Ивановӑн анлӑ сарӑлнӑ сӑввисемпе те, халӑх ытлах пӗлменнисемпе те паллашма пултарӗҫ. Сӑвӑсене #1день1стихИванова хэштегпа тупма пулать. Литература музейӗ проекта хутшӑнма, vk.com/litmusey страницӑра унӑн сӑввисене вулама чӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
Чӑваш халӑх сайтне уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитсе пынӑ май эпир чӑвашла сайтсен конкурсне ирттересси пирки сире пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унтанпа чылай вӑхӑт иртрӗ пулин те хутшӑнакансем ытлашшиех тупӑнмарӗҫ-ха. Паллах, сайтсем йышӑнса ҫитерессиччен тата вӑхӑт чылай — ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кӗтетпӗр. Ҫавах та сире кӑштах та пулин хавхалантарас тесе ӑмӑрту валли ятарлӑ сайт хатӗрлерӗмӗр. Унпа эсир shursana.chuvash.org адреспа паллашма пултаратӑр. «Шурӑ сӑнӑ» конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тӑван халӑх культурипе кӑсӑклантарас, комьютерпа ӗҫлес ӑсталӑха аталантарас, чӑвашлӑх анлӑхне пысӑклатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Сайтсен тематики тӗрлӗрен пулма пултарать. Конкурса тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ сайтсем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне 2015 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтерӗпӗр. Мала тухнӑ сайтсене премисемпе чыслас шухӑшлӑ. Ҫавӑн пекех хамӑрӑн тепӗр конкурс пирки те аса илтерес килет. «Шан мана, тӗнче!» интернет конкурсӑн малтанхи тапхӑрӗ вӗҫленессе нумай юлмарӗ теме пулать. Хайлавсене йышӑнасси акан 27-мӗшӗнче вӗҫленет. Вӑхӑт нумай мар — пӗр уйӑхран та сахалрах. |
Тӗнче тетелӗ
Шупашкарта ҫӗнӗ проект старт илет. Малашне, ака уйӑхӗнчен пуҫласа, ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем, чиновниксем тӗнче тетелӗнче канашлама пултарӗҫ. Ҫапла ашшӗ-амӑшӗн канашлӑвне онлайн-режимра тума май пулӗ. Проекта нумаййӑн хутшӑнма пултарӗҫ. Унта Шупашкарти мӗнпур шкул хутшӑнӗҫ. Онлайн-канашлӑва компьютерпа ноутбук урлӑ кӑна мар, смартфонран та хутшӑнма пулать. Канашлӑва ҫыртарса пыма палӑртаҫҫӗ. Эппин, ӑна кирек хӑш вӑхӑтра та пӑхма май пулӗ. Ҫавра сӗтелре онлайн-пухура хаш темӑсене хускатмалли пирки калаҫнӑ. Ку ыйтусем профорентаципе, воспитанипе, вӗренӳпе ҫыхӑннӑ. Унтах шкулти хӑш-пӗр юридици ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ. Унта психологсене, юристсене, полици ӗҫченӗсене, хулари предприяти ертӳҫисене чӗнӗҫ. Онлайн-канашлӑва хутшӑнас тесен Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче регистрациленмелле. Пӗрремӗш канашлу ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
«Хӑрушсӑр тӗнче тетелӗ» — ҫапла ятпа иртнӗ регионсен хушшинчи ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ. Улатӑр хулинчи ачасен видеороликӗ 11-13 ҫулсенчисен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳ Кирилл Ганинпа Софья Шишкинӑшӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Вӗсем хӑйсен видеороликне ҫапла пысӑка хурса хаклассине чухламан та. Кирилпа Софья халӑх тетелӗнчи хӑрушсӑрлӑх йӗркисем пирки «Лего» конструктор пулӑшнипе каласа пама шутланӑ. Кирилӑн «Лего» нумай. Софьйӑн пиччӗшӗн те вӑл самай. Ачасем ҫавӑнпа хӑйне евӗр видеоролик хатӗрлеме шухӑшланӑ. Ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов ҫакна палӑртнӑ: тӗнче тетелӗнче ачана мӗн те пулин килӗшмест тӗк кун пирки аслисене пӗлтермелле. Ашшӗ-амӑшӗн вара ачи компьютер умӗнче мӗн туса ларнине пӗлсех тӑмалла. «Хӑрушсӑр тӗнче тетелӗ» конкурс виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑран унта 168 ӗҫ хутшӑннӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑшт нумайрах. Сӑмах май, чӑваш ачисем ҫӗнтерӳҫӗсен йышне пӗрре мар кӗнӗ. Ҫитес ҫул конкурс федераци шайӗнче иртӗ. Чӑваш ачисем те унта хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӗве — утӑрья!» акци старт илнӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Акципе килӗшӳллӗн «1945» номер ҫине шӑнкӑравласа вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи кӗвӗсенчен пӗрине карас телефонӗн шӑнкӑравӗ ҫине лартма пулать: «Темная ночь», «Прощание славянки», «Катюша», «Синий платочек». Шӑнкӑрав тӳлевсӗр. Ҫак номерпех шӑнкӑравласа «Этот День Победы» сериала итлеме, 70 ҫул каялла фронтра мӗн пулса иртнине пӗлме май пур. Ҫавӑн пекех «Ҫӗнтерӗве — утӑрья!» акци эмблемине тӗнче тетелӗнчен уҫламашкӑн каҫӑ илме пулать. Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӗве — утӑрья!» акци пулӑшнипе Ҫӗнтерӳ историйӗпе тӗплӗнрех паллашма май пур. Ку акци пӗрремӗш хут 2010 ҫулта иртнӗ. Унта 20,9 миллион ҫын хутшӑннӑ. Акци пирки may9.ru сайтра тӗплӗнрех пӗлме пулать. Унта «МТС», «Билайн», «Мегафон», «Теле 2» ҫыхӑну операторӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |